Сар чечек (Yellow flower) Lyrics[Текст песни «Сар чечек»]
[Куплет 1]
Ҫамрӑк хурӑн ҫул ҫипе ҫил ачийӗ вылясшӑн
Эс мана чипер пике вӑтанмасӑр суясшӑн
Вӑйӑ-ташӑ картине тепринпе ав утатӑн
Лекнӗ ҫем ун ытамне эс пуҫна ҫухататӑн
[Припев]
Татнӑ сарӑ чечекне каялла чӗртеймӗн
Иртнӗ кунӑн илемне кӗмӗлпе илеймӗн
Тен савмашкӑн ман чӗре ҫепӗҫҫӗн пӗлмерӗ
Пӗрлештермӗ тек пире юрату кӗперӗ
[Куплет 2]
Чунӑмри сурансене эс нихҫан ӑнланаймӑн
Вӑхӑт сиплӗ вӗсене халь вара ним тӑваймӑн
Йӑлкӑшаймӗ ҫӗнӗрен туйӑмсен ҫут кӑвайчӗ
Ҫав-ҫавах ман сан ҫинчен тутлӑ тӗлӗк курасчӗ
[Припев]
Татнӑ сарӑ чечекне каялла чӗртеймӗн
Иртнӗ кунӑн илемне кӗмӗлпе илеймӗн
Тен савмашкӑн ман чӗре ҫепӗҫҫӗн пӗлмерӗ
Пӗрлештермӗ тек пире юрату кӗперӗ
[Проигрыш]
Ла-ла-ла-ла-ла-ла-ла
Ла-ла-ла-ла-ла-ла
Ла-ла-ла-ла-ла-ла-ла
Ла-ла-ла-ла-ла-ла
Ла-ла-ла-ла-ла-ла-ла
Ла-ла-ла-ла-ла-ла
Ла-ла-ла-ла-ла-ла-ла
Ла-ла-ла-ла-ла-ла
[Припев]
Татнӑ сарӑ чечекне каялла чӗртеймӗн
Иртнӗ кунӑн илемне кӗмӗлпе илеймӗн
Тен савмашкӑн ман чӗре ҫепӗҫҫӗн пӗлмерӗ
Пӗрлештермӗ тек пире юрату кӗперӗ
[Аутро]
Ла-ла-ла-ла-ла-ла-ла
Ла-ла-ла-ла-ла-ла
Ла-ла-ла-ла-ла-ла-ла
Ла-ла-ла-ла-ла-ла
(Юрату!)