Ялти пӗрремӗш каччӑ (The first guy in the village) Lyrics[Текст песни «Ялти пӗрремӗш каччӑ»]
[Куплет 1]
Ялсенче мана ҫук хирӗҫ тӑракан
Эп камне тӑнлать халь пӗтӗм шӑпӑрлан
Маншӑн хатӗр пикесем шыва чӑмма
Эсӗ ҫеҫ тиркетӗн шухӑ чунӑма
Хисеплеҫ мана хӑюллӑ пулнӑран
Именмешкӗн эп пачах та хӑнӑхман
Сӑпса евӗр ҫыпӑҫатӑп сан ҫумна
Ҫавӑншӑн тивет-ҫке ҫупкӑ туянма
[Припев]
Чи хитре хӗрсем пӗлмеҫҫӗ уйрӑлма манран
Ӑсатса хӑшне ярам-ши кӗҫӗр улахран?
Эс паян ӗнерхинчен те илӗртӳллӗрех
Ҫул памасӑр кӳрентерӗп эп сана каллех
[Куплет 2]
Эс — кӗске кӗпеллӗ капӑр пукане
Сан лекес килет асамлӑх тӗнчине
Эс, ас ту, кӗтсе илеймӗн ӗмӗрне
Шурӑ урхамахлӑ чаплӑ савнине
Эс мана, сатур качча, кӑшт хӗрхенсем
Кӑлт! тапать санпа чухне вӗри чӗрем
Чиперуксене эп маннӑ тахҫанах
Ма тесен шӑпа ҫырни пӗрре анчах
[Припев]
Чи хитре хӗрсем пӗлмеҫҫӗ уйрӑлма манран
Ӑсатса хӑшне ярам-ши кӗҫӗр улахран?
Эс паян ӗнерхинчен те илӗртӳллӗрех
Ҫул памасӑр кӳрентерӗп эп сана каллех
[Припев]
Чи хитре хӗрсем пӗлмеҫҫӗ уйрӑлма манран
Ӑсатса хӑшне ярам-ши кӗҫӗр улахран?
Эс паян ӗнерхинчен те илӗртӳллӗрех
Ҫул памасӑр кӳрентерӗп эп сана каллех
Чи хитре хӗрсем пӗлмеҫҫӗ уйрӑлма манран
Ӑсатса хӑшне ярам-ши кӗҫӗр улахран?
Эс паян ӗнерхинчен те илӗртӳллӗрех
Ҫул памасӑр кӳрентерӗп эп сана каллех
Ҫул памасӑр кӳрентерӗп эп сана каллех