Чу ча ча (Chu cha cha) Lyrics[Текст песни «Чу ча ча»]
[Куплет 1]
Эп хальччен пулса курманччӗ тинӗс хӗрринче
Тӗлӗнтермӗш юмахри пек туйӑнать кунта тӗнче
Ҫарамас ҫӳреҫҫӗ тейӗн йӑрӑс пӳллӗ пикесем
Вӗсемпе калаҫнӑҫемӗнн кӑлт та кӑлт тапать ман чӗрем
[Предприпев]
Епле сана чӗнеҫҫӗ: Натали, Верук е Кӗтерук
Утатӑн ҫаврӑнса пӑхмасӑр, пӗр хурав та ҫук
Ан васка, сар чиперккеҫӗм, аякка манран ан тар
Ывӑнмасӑр чучача пӗрле ташлар
[Припев]
Ташла эс чу! Ташла эс ча!
Ташла эс чучача, чучуча
Чучача, чучуча
Ташла эс чу! Ташла эс ча!
Ташла эс чучача, чучуча
Чучача, чучуча
[Куплет 2]
Хумсене чӑматӑп хирӗҫ. Шухӑ эп чунпа
Ӑмӑртса шывра ишетӗп ҫӑткӑн шур акулӑпа
Йӑл кулать хӗвел йӑвашшӑн янкӑр ҫӳллӗ тӳпере
Хӗрсенчен куҫа илеймӗн, пӗринчен тепри, ай, хитре!
[Предприпев]
Эп тӑхӑнатӑп тӗксӗм куҫлӑх, эп — хавас та чӑнкӑ яш
Чечек пек хӳхӗмскерӗм, эсӗ манпала паллаш
Ан васка, сар чиперккеҫӗм, аякка манран ан тар
Ывӑнмасӑр чучача пӗрле ташлар
[Припев]
Ташла эс чу! Ташла эс ча!
Ташла эс чучача, чучуча
Чучача, чучуча
Ташла эс чу! Ташла эс ча!
Ташла эс чучача, чучуча
Чучача, чучуча
[Припев]
Ташла эс чу! Ташла эс ча!
Ташла эс чучача, чучуча
Чучача, чучуча
Ташла эс чу! Ташла эс ча!
Ташла эс чучача, чучуча
Чучача, чучуча
Ташла эс чу! Ташла эс ча!
Ташла эс чучача, чучуча
Чучача, чучуча
Ташла эс чу! Ташла эс ча!
Ташла эс чучача, чучуча
Чучача, чучуча