Арӑм юнашар пулсан (If wife is near) Lyrics[Текст песни «Арӑм юнашар пулсан»]
[Куплет 1]
Мӑшӑра ҫич пикерен
Суйласа чӗрем илсен
Чаплӑ туй кӗрлеттерсе
Эпӗ ҫавӑртӑм ҫемье
Пӗр юрра шҫрантарса
Кун каҫатпӑр арӑмпа
Алла-аллӑн тытӑнса
Утӑмлатпӑр пӗр ҫулпа
[Припев]
Пурнӑҫ савӑк мар пӗччен
Пур усси авланнинчен
Арӑм юнашар пулсан
Урайне витмест тусан
Кулленех чашка-чашка
Вучахра пиҫет яшка
Уявсем ҫитсен вара
Шӑрттанпа хуплу умра
[Куплет 2]
Ҫӗр ҫинчи мӗн пур хусах
Ӑмсанать мана хытах
Хупахра лара-лара
Эпӗ ывӑнтӑм, ара
Хӑмӑт тӑхӑнма мана
Ҫук, никам та хистемен
Тав тӑватӑп шӑпана
Эп телейлӗ пуринчен
[Припев]
Пурнӑҫ савӑк мар пӗччен
Пур усси авланнинчен
Арӑм юнашар пулсан
Урайне витмест тусан
Кулленех чашка-чашка
Вучахра пиҫет яшка
Уявсем ҫитсен вара
Шӑрттанпа хуплу умра
[Куплет 3]
Чун юратнӑ арӑма
Ман пӗлесчӗ упрама
Кӑмӑлӗ ун сар ҫу пек
Сӑнӗ — хӳхӗм кӗл чечек
Ҫак хӗртен ахаль ыйтман
Эп хама тухма качча
Чи паха парне унран
Ҫурт тулли ача-пӑча
[Припев]
Пурнӑҫ савӑк мар пӗччен
Пур усси авланнинчен
Арӑм юнашар пулсан
Урайне витмест тусан
Кулленех чашка-чашка
Вучахра пиҫет яшка
Уявсем ҫитсен вара
Шӑрттанпа хуплу умра
[Куплет 4]
Ик атте ман, ик анне
Хисеплетӗп кашнине
Кирлӗ-и сĕнӳ кас-кас?
Пулӑшма вӗсем хавас
Чӑннипех те эп пуян
Ытарми тус-тӑванран
Пӗр сӗтел тавра ялан
Пухӑнасчӗ май пулсан