Яш ӗмӗр (The younger years) Lyrics[Текст песни «Яш ӗмӗр»]
[Куплет 1]
Татмалла марччӗ кӑвак чечекне
Кӑвак чечек пулчӗ пуҫ кӑвакарасса
Мӗншӗн яш ӗмӗр хӑвӑрт иртет-ши?
Вӑл пӗрре кӑна килет
Мӗншӗн яш ӗмӗр хӑвӑрт иртет-ши?
Вӑл пӗрре кӑна килет
[Куплет 2]
Ҫыхмалла марччӗ шурӑ тутӑрне
Шурӑ тутӑр пулчӗ шурӑ шухӑша
Мӗншӗн пурнӑҫӗ шухӑшсӑр пулмасть?
Вӑл пӗрре кӑна килет
Мӗншӗн пурнӑҫӗ шухӑшсӑр пулмасть?
Вӑл пӗрре кӑна килет
[Куплет 3]
Ҫимелле марччӗ хура хурлӑхан
Хурлӑхане пулчӗ хура хурлӑха
Мӗншӗн пурнӑҫӗ хурлӑхсӑр пулмасть?
Вӑл пӗрре кӑна килет
Мӗншӗн пурнӑҫӗ хурлӑхсӑр пулмасть?
Вӑл пӗрре кӑна килет
[Куплет 4]
Савмалла марччӗ хӑмӑр куҫсене
Хӑмӑр куҫсем пулчӗҫ ӑмӑр ӑрӑскал
Мӗншӗн пурнӑҫӗ телейсӗр иртет?
Вӑл пӗрре кӑна килет
Мӗншӗн пурнӑҫӗ телейсӗр иртет?
Вӑл пӗрре кӑна килет