Тӗл пулу (Meeting) Lyrics[Текст песни «Тӗл пулу»]
[Куплет 1]
Кӗтетӗн ҫумӑр айӗнче эс мана
Ҫилӗ вӗрет, ҫиҫӗм ҫиҫет темшӗн паян
Анчах эп килтӗм сан патна, сан патна!
Тӗлӗкӗм ман, ӗмӗтӗм ман, шанӑҫӑм ман
[Припев]
Тинех эп килтӗм, савнӑ ҫывӑх хӗр ача
Сана курсан питех хумханчӗ яш чӗре
Илемлӗ куҫусем ыйтаҫҫӗ вӑтанса
Манпа кӑна пӗрле пулма ҫак тӗнчере, у-оу
[Куплет 2]
Пире текех ҫӗн уйрӑлу кирлӗ мар
Ик сукмака пӗрлештерсе пурнӑҫ тӑвар
Эс — юмахри чӑн Пирӗшти, чун савни!
Ан ютшӑнсам, ан пӑрӑнсам. Эс — Тур ҫырни
[Припев]
Тинех эп килтӗм, савнӑ ҫывӑх хӗр ача
Сана курсан питех хумханчӗ яш чӗре
Илемлӗ куҫусем ыйтаҫҫӗ вӑтанса
Манпа кӑна пӗрле пулма ҫак тӗнчере, у-оу
[Куплет 3]
Тӗнче касса ҫурерӗм эп аякра
Пур пӗр сана эпӗ манма, ҫук, шутламан
Чӑнах та килтӗм сан патна, сан патна!
Тунсӑхӑм ман, шухӑшӑм ман, савнӑҫӑм ман
[Припев]
Тинех эп килтӗм, савнӑ ҫывӑх хӗр ача
Сана курсан питех хумханчӗ яш чӗре
Илемлӗ куҫусем ыйтаҫҫӗ вӑтанса
Манпа кӑна пӗрле пулма ҫак тӗнчере, у-оу
Тинех эп килтӗм, савнӑ ҫывӑх хӗр ача
Сана курсан питех хумханчӗ яш чӗре
Илемлӗ куҫусем ыйтаҫҫӗ вӑтанса
Манпа кӑна пӗрле пулма ҫак тӗнчере, у-оу